Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пӗлтӗрхи 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ, 11 уйӑхра ку кӑтарту 93-е ҫитнӗ.
Патӑрьел, Муркаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче - 1-ер ҫын, Тӑвай округӗнче, Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере - 2-шер ҫын, Куславкка округӗнче, Канашра - 3-шер ҫын, Шупашкар округӗнче - 6 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 24 ҫын, Шупашкарта 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Пурте -17 ҫул тултарман ачасем.
Чирленисенчен 75-шӗ - коклюшран прививка туманнисем.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр водитель пакунлисенчен тарма хӑтланса ҫутӑ юпи ҫине пырса ҫапӑннӑ.
Руль умӗнче урӑ мар ҫын пынине ҫынсем асӑрханӑ. Вӗсемех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. «Лада Икс Рей» автомобиль пакунлисенчен тарма хӑтланса Коммунистсен урамӗпе Промышленность урамӗ хӗресленнӗ ҫӗрте ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ.
35 ҫулти водитель ӳсӗр пулнӑ. 2022 ҫулта унӑн водитель правине туртса илнӗ, апла пулин те вӑл руль умне пӗрех ларнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем ҫеҫ мар, пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ.
Чӑваш Енре хуҫасӑр йытӑсем валли тата тепӗр приют уҫӑлӗ.
Асӑннӗ чӗр чунсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрне те ҫӑхавлакансем йышлӑ иккен. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пурӗ 1000 ытла ҫыру ҫырнӑ. Пуринчен ытла ун пек ҫырусем Канашран, Шупашкартан тата Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫитнӗ.
Ҫӗмӗрле уҫма палӑртнӑ приют пирӗн республикӑра шучӗпе виҫҫӗмӗш пулӗ. Унта хуҫасӑр 150-а яхн йытта усрама май килӗ.
Иртнӗ эрнере республикӑра гриппа чирленӗ 411 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ун умӗнхи эрнере ку хисеп 2,7 хут пӗчӗкрех пулнӑ, пӗр уйӑх каялла вара - 24 хут пӗчӗкрех.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсенчен ытларахӑшӗ - 17 ҫула ҫитмен ачасем. Пӗтӗмпе 290 шӑпӑрлан. Аслӑ ӳсӗмрисем вара - 121-ӗн.
Ҫынсем ытларах, Шупашкарта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче чирлеҫҫӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхне те палӑртнӑ. Хула пухӑвӗн депутачӗсем ку должноҫе Максим Семенова суйланӑ. Вӑлах унччен вӑхӑтлӑха хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Унта вӑл паянхи кунччен ӗҫленӗ.
Максим Львович унччен,Пулатов хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ларнӑ чухне, унӑн ҫумӗ пулнӑ.
Чӑваш кӗрешӗвне йӗркелесе янӑ Николай Петров пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 67 ҫулта пулнӑ.
Николай Петров - спортсмен, каратэ енӗпе СССР спорт мастерӗ. Вӑл 1955 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче ҫуралнӑ. Кривой Рогри авиаци училищине, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн истори тата юридици факультечӗсене пӗтернӗ. Вӑл шотокан-каратэ, самбо, кунг-фу вӗреннӗ.
Николай Петровпа паян 12 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир соборӗнче сывпаллашӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ икӗ кун ҫӳрӗ. Салонра пассажирсене Хӗл мучипе Юр пике кӗтсе илӗҫ.
Акцин пӗрремӗш кунӗ паян иртет. Уяв троллейбусӗ 54-мӗш маршрутпа ҫӳрет. Троллейбус номерӗ - 1091.
Троллейбус паян 11 сехет те 14 минутра «Иваново» чарӑнуран ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ тепрехинче ҫитес ҫул кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче ҫула тухӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев унччен Ҫӗнӗ Шупашкарти транспорт реформи 2024 ҫул пуҫламӑшӗнче пурнӑҫланма тытӑнассине пӗлтернӗччӗ. Ун валли ятарласа 21 троллейбус туяннӑ. Анчах транспорт каярахпа, 2024 ҫулӑн пӗрремӗш кварталӗнче, кӑна ҫитӗ. Ку савут патшалӑх хӳтӗлев саккасне пурнаҫланипе ҫыхӑннӑ.
Троллейбуссене ҫитес ҫул кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче яма палӑртнӑ. Анчах халӗ ку срока каярах куҫарнӑ. Транспорт 62-мӗш маршрут валли пулӗ. Вӑл «Иваново» микрорайон – «Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ» маршрутпа ҫӳрӗ.
Ҫитес ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар валли 153 ҫӗнӗ троллейбус туянӗҫ.
Чӑваш транспорт управленийӗпе проект финансированийӗн ятарлӑ обществипе тунӑ килӗшӳпе республика валли 92 троллейбус илӗҫ. Тепӗр 40 транспорта «Хӑрушсӑр паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туянӗҫ. Кунсӑр пуҫне кӑҫал 21 троллейбус туянма килӗшӳ тунӑ. Вӗсене 2024 ҫулта пӗрремӗш кварталта илсе килӗҫ. Ку - палӑртнӑ срокран каярах, мӗншӗн тесен савут патшалӑх хӳтӗлев саккасне пурнӑҫланӑ.
Ҫӗнӗ троллейбуссем Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӳрӗҫ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти общежитисенчен пӗринче пушар тухнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем унта пурӑнакан виҫӗ ҫынна пулӑшнӑ.
Спутник-хулари Советски урамри 9-мӗш ҫуртра пушар кӑнтӑрла тухнӑ. Виҫӗ ҫынна: арҫынпа икӗ хӗрарӑма – эвакуаци ҫулӗпе тухма май килмен. Пушар тӑххӑрмӗш хутри секцисенчен пӗринчи пушӑ пӳлӗмре алхаснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |